Çуралнă кун ячĕпе саламлатпăр сана, Иван Архипов! Пултарулăх лаççинче çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр! Чи кирли - çĕнĕ юрăсем кĕтетпĕр.
Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Трактор тăвакансен керменĕнче "АПЕЛЬСИН КАЧЧИСЕМ" тата ИВАН АРХИПОВ хăйсен концертне лартса параççĕ. Кам пырса курас тет, камăн хальхи юрăçсен чăваш юррисене итлесе йăпанас килет - пурне те, ватти-вĕттине, çамрăксене, тÿре-шара çыннисене, культура ĕçченĕсене, тăван-пĕтене концерта йыхравлатпăр. Хапăл туса кĕтетпĕр. Концертшăн пĕртте ÿкĕнмĕр.
Пурне те салам! Иван Архипов юрăçăн сайчĕ уçăлчĕ. Сайт дизайнне йĕркелесе çитертĕмĕр, кĕçех материалсем хушма пуçлатпăр. Эсир те сайт тытăмне йĕркелесе пыракансен ушкăнне кĕме пултаратăр. Хапăл туса кĕтетпĕр!